Чĕлхесем

  • Chuvash
  • English
  • Esperanto
  • Русский
Description for image 1Description for image 2Description for image 3Description for image 4Description for image 5Description for image 6

Amikumu (Амикуму): мӗн вӑл?

Amikumu (Амикуму): мӗн вӑл?

Amikumu санпа пӗр чӗлхепе калаҫакан ҫынна пур ҫӗрте те тенӗ пек шыраса тупма пулӑшать. Тӗслӗхрен, сана акӑлчанла, французла е китайла калаҫакан ҫын кирлӗ тейӗпӗр. Ҫакна тӑвас тесен сан Amikumu’ма кӗмелле ҫеҫ. Унта ятарлӑ пускӑч пур. Ӑна пуссан сана кирлӗ чӗлхепе калаҫакан юнашарти ҫынна питӗ хӑвӑрт шыраса тупма пулать.

Amikumu программа хӑҫантан ӗҫлеме пуҫлать?

2017 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа Amikumu мӗнле ӗҫленине тӗрӗслесе пӑхма палӑртнӑ. Малтанлӑха программа эсперантӑлла кӑна пулать. 2017 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен тытӑнса Amikumu’па тӗнчери пур чӗлхепе те усӑ курма пуҫласса шанатпӑр (7000+, ҫав шутра 100+ вӑл е ку паллӑ тытӑмӗ ҫине таянса йӗркеленӗ чӗлхепе те). Вӑхӑт ҫитсен эпир сире кун пирки аса илтерме пултаратпӑр. Сирӗн ҫакӑнта кӗрсе ҫырӑнмалли кӑна юлать.

Ку программа мӗнле ӗҫлет-ха?

Amikumu урлӑ икӗ мелпе усӑ курса юлташ тупма пулать:

ят пуххи урлӑ: вӑл ҫын юнашар пулнине тӗпе хурса йӗркеленет;

карттӑ урлӑ: ҫын ҫак вӑхӑтра ӑҫта пулнине шута хурса.

Икӗ мелӗ те пӗр-пӗрне ҫӑмӑллӑнах шыраса тупма, паллашма тата тӗл пулма пулӑшать.

Куншӑн укҫа тӳлемелле-и?

Тӳлемелле мар.


Мӗнле-мӗнле тытӑмпа усӑ курма пулать?

Amikumu Android е iOS тытӑмӗнче ӗҫлет.


Ӑна мӗнле тиемелле?

Эпир ӗҫе вӗҫлеймен-ха! Эсӗ программӑна хӑҫан тиеме пултарасси ҫинчен пӗлтерекен ҫырӑва илес кӑмӑлна ҫак самантрах палӑртса хӑварма пултаратӑн. Программӑна Apple App Store е Google Play сервисран тиеме пулать. Эсӗ эсперантӑлла пӗлменни хальлӗхе пӗлтерӗшлех мар: малтанлӑха регистрациленни ҫеҫ кирлӗ, вара программа хӑех Сана хатӗр пулни ҫинчен пӗлтерӗ.


Мӗнле майпа реклама енчен пулӑшма пултаратӑп?

Amikumu ӑнӑҫлӑ пултӑр тесен унпа нумайрах ҫын усӑ курма тивӗҫ. Эпир Сана ку хыпара нумайрах тус-юлташна пӗлтерме ыйтатпӑр. Енчен те Эсӗ пӗлтерӳ е ыйту парасшӑн пулсан Amikumu ушкӑнӗпе info@amikumu.com адреспа ҫыхӑнма пултаратӑн.

Ытларах пӗлме (вырӑсла): https://vk.com/amikumu